Ислам хулканĕ

اللهمّ بك أحول وبك أصول وبك أقاتل


Previous Entry Share
Атăлçи пăлхар кун-çулĕ чăваш мăсăльман ăспарулăхăн пайĕ.
hulkan
Хальхи вăхăтра чăваш хушшинче Атăлçи пăлхар пирки нумай юмах-халап çÿрет. Чăвашсем ăçтан пулнине ыйтăвĕ та вĕсен кун-çулĕ ăслалăх мар та юмахлĕ шухăшласа кăларни валли сăлтавĕ.
Атăлçи Пăлхар— вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Хальхи Чăваш Ен, Тутарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă, унăн çĕрĕсем хальхи Чулхулапа Урал тăвĕсем таран çитнĕ. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хули Пăлхар пулнă. Атăлçи Пăлхар питĕ вăйлă патшалăх пулнă. Патшалăх ăспарулăх енĕпе вăйлă аталаннă — паллă çыравçăсем, ăсчахсем пурăннă.
Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Араб халифачĕпе, Висантипе тата Вырăçпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе сутту-илÿ тунă. Атăлçи Пăлхарĕ Тухăçпа Анăçа çыхăнтаракан çул çинче тăни питĕ аталанма пулăшнă.
X ĕмĕртен пуçласа Атăлçи пăлхарсем Ислам тĕнне йышăна, çак пулăм вĕсене тепĕр çывăх çĕршывсенчен маларах турĕ, мĕншĕн тесен мăсăльмансен халифачĕ ку вăхăтра питĕ вăйлă аталанса кайрĕ. Халифатран килнĕ нумай кесĕпсем- тимĕрпе, чулпа, тирпе ĕçлени, та-та çавсемпе сутту-илене туса Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пуянланса та вăйланса çитнĕ.
ХIII—XIX ĕмĕрсенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче араб паллисемпе ик тĕслĕ тĕрĕк чĕлхепе çырнă пĕри зетацизмпе тепри ротацизмпе(çавна Калинин ăсчах йĕркеллĕ туса палăртрĕ).
Вара ма Алмас ханĕ Ислам тĕнне йышăна ши? Ку ыйтăвĕ çине хурав пама истори ăсчахсем пĕр шухăшлă мар, пĕрисем вăл çак майпа пуян та аталаннă Çывăх Хĕвел тухăç та Ази çĕршыв çине çул уçнă теççĕ, тĕприсем халăха пĕрлештерме наци идейине пек куна тунă теççĕ, кашнин шухăшра тĕрĕсси пур. Алмас иудей тĕнне те йышăнма пултарнă, мĕншĕн тесен Ăталçи Пăлхар иудей хазарсене парăннă, куланай тÿленнĕ, иудĕй тĕнне йышăнсан вара тăван пек пулĕ те пĕртак çăмăллăха курĕ, анчах ун чура та тарçă пулас килмен, Алмас хăйĕн тăван халăха ирĕк парас килнĕ. Истори ăсчахсен калани тăрах Ăталçи Пăлхара христианлаха кĕрекен те пулнă пĕртак, çавăнпа Алмас ханĕ христиан тĕнне те кĕме пултарнă, анчах иудей хазарсем христианлĕ Византипе туслă пулнă, вара христианлаха кĕрсен хазарсемпе вăрçма май пулман та-та христианлахĕ тĕрĕс мар тĕнне, Иисусăн вĕренÿ мар çавăнпа пуль Алмас уна йышăнман. Вырăс ĕмпĕвĕ Владимир вара православийĕн капăрлăх та пуянлăх йăла-йĕркесене курнă та тĕлĕнсе кайнă ăссăр христианлаха кĕнĕ. Анчах православи вырăссене пĕрлештермен, пачах пĕр-пĕринпе çавăн пекех çапăçса пурăннă. Мĕн вара ятлă нумай турă ĕненекенне Ислама кĕрттернĕ? Коранра Çулти Турă калана: Аса илеççĕ усăллă ăс панине ăс-тăнлă çынсем анчах. (3-мĕш Имран йышĕ ятла сури 7-мĕш аячĕ) Ĕмĕртенпе этем пурнăçăн пĕлтерĕш пирки, тĕнчен тытăмĕ пирки, вилĕм та ун хыççăн тĕнчи пирки, ăнланма мар вартан япаласем пирки, ĕненÿлĕх пирки, усал та ырă хушшинче хирĕçÿ пирки ыйтăвĕсемпе нуша курать, пĕтĕм ыйтăвĕсен тĕнне хурав парать. Мĕнпе вара Ислам Алмаса майласа çавăрнă? Эп шутлăп, чи малтан çак тĕнне такама та çăмăл ăнлантарнипе та уçăмлăхпа майласа çавăрттарать, та-та Чăнлăх мĕнле те пулсан урăх пулать-и?! Хадисра каласа панă:«Пĕррехинче, эпир Аллах Элчипе пĕрле ларнă чух,-Ÿмер каласа парать- капах шура тумтирпе этем килчĕ, ун çÿçсем питĕ хура пулнă, анчах [тумтирте та çÿç çинче те тусан е пылчăк пулман] çул çÿревçĕ пек мар. Пирĕн хушшинче уна никам та палласа илмен. Этем тÿрех Мăхăмат Наби патне килнĕ те ун умра, чĕркуççисем тĕкĕниччен ларнă. Алă сыпписене пĕçĕ çине хунă та ыйтнă: — Йе Мăхăмат, Ислам мĕн вăл ăнлантăр-ха? —Ислам — вăл,- тавăрнă Мăхăмат- Ăрăмлакан Пĕрре те эп— Турăн элчи, çирĕп кĕнтелесе калани(шахада); тума тивĕçлĕ намас туни; закят тÿленни, тума тивĕçлĕ Рамасан [уйăхра] типе тытни та-та Мекка патне кайса кĕл тунни çынăн май пулсассăн. Алмас ханăн ăн-пуçĕ выльăх туртнине çĕнтернĕ, та-та унăн чĕрĕ Чăнлăха йышăнма валли уçă пулнă Альхамдулиллах, вара вăл тĕрĕс тĕнне суйларĕ, çак пирĕн аслă асаттине Çулти Турă каçарăр та Çăтмаха кĕрттер. Алмас питĕ хăюллă та паттăр этем пулнă, мĕншĕн тесен ун йĕри-тавра ытларах нумай турă ĕненекенсем пурăннă, ÿпкевне кăтартса Вырăх суя патша пек. XI ĕмĕрте Ăталçи Пăлхар чи малтанхи ăсчахсен хушшинче Бурхан-ад-дин эл-Булгари пулнă. Вăл фармакологи, риторика та-та тĕнлĕ ĕçсем пулă чапа тухнă. Сулиман ипн Дауд  ас-Саксини-Сăвари тĕнлĕ ăсчахĕ, çыравçă Сăвар хулинче çуралса ÿснĕ кайран Саксин хулинче пурăннă, ун ĕçсем Хĕвел тухăç енче вăйлă саралса кайнă. Вăл перс чĕлхипе „Сăрсен тĕрĕсси -пайăркисен çутти“ дидактикăллă ĕçне çырса, унтан араб чĕлхи çине куçарнă „Чирлĕ чунсене савăнтаракан“ ят парса. Вара юлашкинчен ик малтанхи çынисен кескерлетни тĕсĕ „Чирлĕ чунсене савăнтаракан пахча чечекĕ“. Сулиман ипн Дауд  ас-Саксини-Сăвари çак çырнисене медресера вĕрентекеншĕн Апу-л-Аля Хамит эл-Булгаришĕн çырнă. Апу-л-Аля Хамит эл-Булгари Хĕвел тухăç енче палла ăсчахĕ пулнă ăслăлăх та тĕнлĕ мăсăльман литературине лайăх пĕлнĕ. Пăлхар ăсчахсене Хорасан, та Вăтам Азийĕре хисепленĕ. Хăш-пĕрсем Хĕвел тухăç енче пурăнса ĕçлесе лайăх тĕнлĕ те тÿрĕ-шар вырăнсене илнĕ. Ходжа Ахмет Булгари, газневид патшалахăн, Махмуд I Газневи (967-1030) патшăн вĕрентекен пулнă. Ăталçи Пăлхарта математика, астрономи, хими, медицина, географи, истори та-та тĕпри ăслăлăхсем питĕ вăйлă ăнталаса кайнă. Ăталçи Пăлхарта темиçĕ календарь пулнă. Асторономи пĕлÿсем Çывăх та Вăтам Хĕвел тухăç енчен, Вăтам Азирен килнĕ, çак вăхăтра астрономи унта чылай аталаннă. Кесĕп ĕçĕ сарăлсан, та-та фармакологи ăслăлăх килсен хими вĕренме вăхат çитнине палăртнă. Пăлхарсем тимĕр, пăхăр, никель, кĕмĕл, йĕс, ылтăн, кÿкĕрт, хурă тăхлан, тăхлан, чĕкĕ мĕл, сурьма та-та тĕпри металлсемпе пĕлсе усă курнă. Пăлхар тимĕрçĕсем чаплă тимĕрне туса, металлсене шăратса çыпăçтарма майне пĕлнĕ, тĕслĕ пăхăр, йĕс та-та тĕпри металл шăранчăксене тунă. Пăхăр, ылтăн, кĕмĕл çинчен капăрлăх та йăла япаласен тума ăсталăхăн пахалăхĕ ÿссе çитме математикăн ăслăлăхне лайăх пĕлмелле пулнă. Халифатра медицини ăслăлăхĕ вăйлă пулнă Авиценна медицини ăсчахăн ĕçсене халь те хисеплеççĕ, Ăталçи Пăлхарта та унăн çырнисемпе усă курнă. Пăлхар медицини ăсчахсене Хĕвел тухăç çĕршывсенче хисепленĕ. Вĕсенчен ик тăванла медицини ăсчахсем Таджетдин та-та Хасан ипн Юнас эль-Булгари. Таджетдин эль-Булгари „Аптранирен чи лайăх эмел“ çырнине çырнă, вара Бадр-ад-дин Махмут ипн Усман Хасанран эль-Булгари 1220-21 ç. тĕпер хут çак ĕçне çырма ытнă вара лĕш çырнă. Мăсăльман çĕршывсенче палла пăлхар медицини ăсчахĕ Бурхан-ад-дин Ипрахим ипн Юсахв Булгари „Ахаль эмелсем пирки“ ĕçне çырнă. Пĕтем Хĕвел тухăç енче палла пăлхар медицини ăсчахĕ Ходжа Булгари Ганзи хулинче пурăннă, унă сăвăç Хаким Санаи ывăллăха илнĕ, Ходжа Булгари çамрăкра 39 çулта вилнĕ. Атăлçи пăлхарсен чăвашсемпе çыхăнăвне пĕрремĕш Х.Фейзханов ăсчах 19 ĕмĕрте тупса палăртрĕ "Известия Императорского археологического общества" ятла хаçатра çырăвне турĕ. Пăлхарсен мăсăльман масар чулсене куçарса, чăвашла çырнине тупать те анласа вулать. Ку таранччен çырăвусене куçарма пултарайман, чĕлхине те анлайман. Ун хыççăн тен вара анласа çитрĕç, ку ротацизмпе чăваш сăмахсем.
Ротацизм, — чăваш чĕлхинчи тата хăш-пĕр урăх чĕлхесенчи хăш-пĕр сăмахсенчи р сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенче з сасăпа тÿр килни. Чăваш чĕлхи ротацизмпа палăрса тăрать пулсан, ытти тĕрĕк чĕлхисем ăна хирĕçле пулăмпа (зетацизм, тутарсен пек) палăраççĕ.

Ротацизм — питĕ авалхи пулăм, вăл монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн пек.

Ротацизм авалхи пулăм иккенне венгр чĕлхинчи авалхи чăваш сăмахĕсем çирĕплетеççĕ (вĕсем венгр чĕлхине IX ĕмĕрччен кĕнĕ).

Унччен пулмасть вырăс ăсчахĕ Ильминский вара чăвашсене пăлхарсем тесе шутлама пуçлать, масар чулсенчен чăвашла çырнисене анчах асăрхать вăл, пулин те пăлхарсен чăвашла мар çырнипе та масар чулсем пур (М.З.Закиев). Çавăн пекех те вырăс ăсчахĕ Н. И. Ашмарин малалла шутлать ун майла чăваш пăлхаристсем те халь тăраççĕ. 1902 çулта Н.И.Ашмарин "Болгары и чуваши" ĕç çырăвне кăларать, унта вăл тĕрĕкле çырни чи малтан чăвашла çырни çинчен палăртмасть (М.З.Закиев). Асăрхамалла çак вăхăтра (18-19 ĕмĕрсенче) чăвашсем Ислам тĕнне нумай кĕме пуçларĕç( Е.А.Ягафова “Чуваши-мусульмане в XVIII - начале XXI вв.”), мĕншĕн тесен вырăссем христианлăха ирĕксĕр халăхсене кĕрттерĕç мăшкăлласа, çавăнпа чăвашсем мăсăльман ан пултăр валли чăваш чĕлхине вĕренсе те чăвашсен хушшинче пăхăнакансене тупса ĕçлеттерсе (И.В.Яковлев пек) Библине куçарнă христианлăха кĕртме тăрăшнă. Çак шутпа Ильминский те Ашмарин вырăс политикапа шухăшласа тупнă ку ĕçсене, та-та чăвашсен тутарсемпе хирĕçлеме пулнă япалана юрри турĕç. Вырăссен политика тарах тахçантан тепĕр халăхсене парăнтарма те пĕтерме пулнă, мĕншĕн тесен пĕр çĕршывра чылай урăхла халăхсемпе ертме йывăр, патша чух вырăслатни чиркÿ урлă пулнă, коммунистсем вăхăтра пропаганда урлă, халь вара ик майпа та.
Мăсăльман масар чулсене тупни чи çурçĕр вырăнĕ Удмурт Енче Балезински районăн Гурья-Кала ятла ял, чи кăнтăр вырăнĕ Челябинск областра Сызрански районăн Правая Волга ятла ял. Чи мал тупни Пушкăртра Учалински районăн Старое Байрамгулово ятла ял çинче, пăлхарсен масар чулсен анăç вырăнĕ Чăваш Енĕн мал районсенче (Байглычево, Байтеряково, Полевые Бикшики).

Паллă, 400 шут-хисеп, пăлхарсен XIII-XIV ĕмĕрсенчи масар чулсем 92 çын пурăннă вырăнра тупнă. 150 шут-хисеп яхăн Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсене тĕп хули çинче тупнă.
Атăлçи Пăлхарта виç тĕслĕ чулпа ĕçлени чăваш-мăсăльман ăстасем пулнă. Пĕрисем Атăлçи Пăлхар варринче та-та тĕп хулинче пулнă, теприсем Çăкату ĕмпÿлĕхра (халь Чистопольски та-та Аксубаевски районсем) та-та виççĕмĕш Кермен ĕмпÿлĕхра, Вяткăра. Вĕсем мăсăльман масар чулсене анчах мар та-та меçет, кермен, урăх пÿртсене якатнă.
Çырăвĕсене пăхсан чул якатма чăваш-мăсăльман ăстасем хăйĕн халăх валли анчах мар урăх халăхсен мăсăльман масар чулсене тунă çак çырнисем кĕнтелеççĕ: «Таtаr Вältük хiri Хаžimа...» «Тörökmän Мöхämmäd аulу...» «Мuхšу Badan...» «Маri хum...»
Тупнă 200 шут-хисеп яхăн чăваш-мăсăльман ăстасем тунă масар чулсене, вĕсен çул-шучĕ 1281 çултан пуçласа 1361 çул таранччен тепĕр тесен монголсем тапăннă хыççăн, Успек хан вăхăтра нумайрах çавсене турĕç (М.З.Закиев). Чăваш-мăсăльман ăстасен масар чулсем Дагестанра чулсем евĕр, çавăнтан килнĕ йăла пулмалла мăсăльман валли чулсене лартма.
Чăвашла çырни масар чулсем “куфи” та-та “çури куфи” араб çырăвĕпе тунă, чи çÿлти тăваткал чулра эреш -саккăр çеçкепе шур чечек ун айĕнче Корантан мĕнле пулсан аячĕ, кайран вилекен ячĕ те ашшĕ ячĕ сăмахран:

Äl-хökmü li-l-lahi-l-gäliji-l-käbiri. Чи çÿлерехи, Чи аслă Турăн тÿрĕ (араб.).

Jljаs аuli Jsmаgil аuli Мöхämmäd bälüкü. Ильяс ывăлĕ Исмаил ывăлĕ Мăхамат палăкĕ.

Räxmätü-l-lähi gäläjhi räхmätän vаsigätän. Чи çÿлерехи Картасăр Тура çырлахупа(араб.)

Таriха žеti zür аltуšу žаl zu-1-qagidä аjху išnа äči. Çич-çĕр ултă çул зулькада уйăху ишнĕ ачи.

Čаrimsän sуvnа bаrsа v(i)lti. Черемшан шывне пырса вилчĕ.

Чăвашла çырни сăмахсем кăтартуллă:


10 ĕмĕрте ипн Русти каласа парать: «Пăлхарсем юланутпа çÿреççĕ, тимĕр кĕпесене тăхăнаççĕ та-та пĕтем хĕç-ухăсемпе хатĕр». Ипн Фадлан та çавăн пекех тет- пăлхар çарĕ хулкан хĕç-ухăпа вăйлă пулнă.

Вăтам ĕмĕрте тĕнчере пурин те çар çынсен тимĕр кĕпе е хĕç-ухă пулман. Сăмахран хĕç вырăн ытларах пуртăпа çапăçнă. Ăталçи Пăлхарта çынсем чи малта пыракан хĕç-ухă илме пултарнă- арабсем кĕнтелеççĕ. Пĕр çĕçĕллĕ хĕçĕ пăлхарсем ют патшалăхсене сутнă.

Вырăс çар çынсен хулканра арабла çырнă сăмахсем пур сăмахран Александр Невскийĕн тимĕр çĕлĕкре

Вырăс патшан Хаяр Йăванăн тимĕр çĕлĕкре арабла çырни «Аллах аслă, та Унăн Наби Мăхамат»



Вырăс ĕмпÿ Андрей Старицкийĕн хĕçре арабла çырни

та-та тепĕрсем

Тапăнма стратеги тарах ытларах чылай хĕç-ухăллă утлă çар та яланхи çар çын вăй-хăватпа усă курнă. Вĕсем паха та-та тĕп малта пыракан çар пайĕ пулнă. Çуран утакан çар та-та пĕртак хĕç-ухăллă утлă çар нумайрах вăхăтла çар çынсенчен пуçтарнă вĕсем те лайăх çапăçма вĕреннĕ. Çуран утакансене тăшмансен утлă çар хирĕç кĕрештернĕ, вĕсемпе ытларах хÿтĕлевне тĕрекленнĕ.

Ăталçи Пăхар вăрçă ăсталăхĕпе 1223 çулра аталанса вăйланса кайрĕ. Половецсемпе вырăс хутăштарнă çарне аркатнă хыççăн тутарсемпе монгол Судебейен вашхăрт çарĕ Ăталçи Пăхар çине тапăнма, тĕрĕслеме кайнă. Вара çак вăрçăра Судобейне кăтартнă мĕнле пăлхарсем çапăçма пĕлеççĕ: лайăх вăйлă хÿтĕлевне туса, хăвăрт нумай çынсене явăçтарса, ятарлă яланхи çар çынсемпе тапăннă, та-та хайлана персе Ăтал йăш шывпа те Шукăль тăвĕсемпе чару пек усă курнă. Тăшман вашхăрт çарне пăлхарсем малтанах лартнă хÿтĕлев çурт-йĕр çине туртнă та вăйсăрлаттарнă та тутар-монгол утлă çара аркатнă. Çапăçуне «Така вăрçă» ят панă, мĕншĕн тесен пăлхарсем тутар-монгол тыткăнрисене такапа улăштарнă, пĕр така пĕр элитлă тутар-монгол çар çын вырăн. Çак вăрçă хыççăн вырăс ĕмпÿ Владимирла Юрий Всеволодович пăлхарсемпе калаçма килĕшнĕ. Кайранхи 1229, 1232 çулра тутар-монгол хирĕç вăрçăсем пăлхарсен хаярне те вăйне кăтартнă.Пăлхар чылай хĕç-ухăллă утлă çар лартнă хÿтĕлев çурт-йĕрсепме усă курса тутар-монголсен тапăннине чарнă.

Аякран кĕрешни тактика паха вырăнра пулнă çавăнпа пăлхарсем ĕмĕртен ухă лайăх пенĕ. Пăлхарсен çарĕ вунă, çĕр, пин çынпа пайланнă. 1236 çулта Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хулине — Пÿлере — тутар-монголсем çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч Шукăльра çирĕплетсе лараççĕ. Вĕсем пĕр çулталăка яхăн тăшманпа кĕрешеççĕ. 1237 çул вĕçĕнче урса кайнă тăшмансем Шукăль хулине çунтарса яраççĕ.

</span>
1361 çулта пăлхар çĕрсем çине Ылтăн Уртапа хирĕçсе кайнă Уксак Тимур ĕмпÿ килсе кĕрет — нумай халăха касса тухать, вара ун хыççăн çавăн пек чăваш мăсăльман ăстасен масар чулсене урăх тумаççĕ.
Çак вăхăтран чăваш мăсăльмансен йĕрсем çухалнă.
Вырăссем пăлхар çĕрсене илсен нумай мăсăльмансене вĕлернĕ, меçетсене ишсе антарнă, Ислам тĕнне пĕтересшĕн пулнă, мăсăльмансене йăлăнма паман. Çынсене Ислама кĕнишĕн тискер вĕлернĕ.
Çак тĕрĕслĕхсĕр ĕçсемпе танлаштарсан Ылтăн Урта пулнă вăхăтра та вырăс христиансене çавăн пекех тĕкĕнмен, чиркÿсене те çавăн пекех ишсе антарман, тем те каласа парсан та.
Вырăс политикапа халь те Ислам тĕнне вĕсем валли тăшман. Кавказра та-та Атăл-Уралра тахçанччен мăсăльмансене вырăссем юратмаççĕ тем те калама та тума та хатер пĕтерме валли.

Чаллă çапăçăвĕ — 1506 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче пăлхар-чăвашсемпе вырăссем хушшинче пулса иртнĕ çапăçу.Ку вăл пăлхар-чăвашсен историллĕ юлашки чаплă çĕнтерĕвĕ пулнă.Истори 1506 çулта Д.В.Шеин, М.Ф.Курбский, Ф.И.Палецкий ертсе пынă вырăс çарĕсем Чаллă хули патне çитеççĕ. Вĕсен чи аслă вăйпучĕ Дмитрий Жилка пулнă. Пăлхар-чăвашсем хăйсен хулине юлашки юн тумламĕ тухичченех хӳтĕлеме шутлаççĕ. Вĕсене мăсăльманланнă пăлхар-чăваш çарпуçĕ Мухаммет-Амин ертсе пынă. Пăлхар-чăвашсем вырăссен çĕр пинлĕ çарне пуçĕпех çапса тăкаççĕ. Çапăçу хирĕнче 60 пин Мускав çынни выртса юлать, ыттисем тарма пуçлаççĕ. Çав çапăçуран вырăссен 8 пин çарçынни кăна чĕррĕ-сыввăн килне таврăннă.

«И разгневася господь против русских вои, отняв у них храбрость и мужества, — çырнă çакă çапăçу пирки вырăссен истори хучĕсенче. — Русские же воям всем спящим от труда пушного опочивающим, — и храбрых человек сердца, без помощи божия, восколыбася, мягчая женских сердец, и слабейша, и поедаша их всех мечем толикое множество, аки клас, юнош младых и средневечных мужи. И покрыся лице земли трупьем человеческим, поле Арское и царев луг, кровию чермнившеся…».




  • 1
...В 1995 году в Республике Чувашия было создано альтернативное Чебоксарское ДУМ Чувашии юрисдикции ВЦКДУМР.

Его возглавил муфтий Марат Архипов, чуваш по национальности. 11 ноября того же года председатель Регионального ДУМ Республики Чувашия в составе ЦДУМ муфтий Альбир Крганов собрал съезд махалля республики и сравнительно безболезненно ликвидировал начинающийся раскол.

Такая легкая победа над региональной структурой весьма сильного тогда ВКЦДУМР во многом объяснялась позицией президента Чувашии Николая Федорова, крайне болезненно относившегося к распространению ислама среди чувашей...
http://www.litmir.net/br/?b=137301&p=71

Edited at 2013-02-11 12:59 pm (UTC)

  • 1
?

Log in

No account? Create an account